Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Чувашский литературный язык в судьбе народа» (чӑв. Чӑваш литература чӗлхи халӑх шӑпинче) Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Мероприятие ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 155 ҫул ҫитнине тата Тымар халӑхсен Пӗтӗм тӗнчери вунӑҫуллӑхне халаллӗҫ.

«Чӑваш литература чӗлхи халӑх шӑпинче» конференцие патшалӑх влаҫӗнче ӗҫлекенсемпе общество хастарӗсем, ученӑйсем, педагогсем, культура учрежденийӗсенче, МИХсенче тӑрӑшакансемпе интернет-блогерсем пуҫтарӑнӗҫ. Унта вӗсем чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси тата ӑна аталантарасси пирки калаҫӗҫ.

Конференцие хутшӑнас тесен заявкӑсене nauch.konferencia@gmail.com электрон адреспа мероприяти ятне кӑтартса юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ярса памалла Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8(8352) 230-217 (хушма номер 144) – Галина Павловна Соловьева, вулавӑшӑн наци литературипе библиографи пайӗн заведующийӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

ЧР Наци вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнекин кунне халалланӑ мероприти иртнӗ. Ӑна ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ йӗркеленнӗренпе 155 ҫул ҫитнипе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫак пулӑм ӑслӑлӑх пӗрлӗхӗсен ҫыннисене, издательсене, ҫыравҫӑсене, библиотекарьсене тата вулакансене ҫавра сӗтел хушшине пухнӑ.

Чӑваш кӗнекин кунне ҫӗртме уйӑхӗнче уявлани Ермей Рожанский куҫаруҫӑ ячӗпе ҫыхӑннӑ: вӑл тӑрӑшнипе 1769 ҫулта Санкт-Петербургра пӗрремӗш чӑваш грамматики — «Чӑваш чӗлхин грамматикине пӑхӑннӑ сочиненисем» кӗнеки тухнӑ. Кӗнеке ҫӗртме уйӑхӗнче ҫутӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ, автор хӑй те ҫак уйӑхра ҫуралнӑ текен шухӑш пур. Ҫавӑнпа уяв кунне шӑпах ҫӗртме уйӑхӗнче суйласа илнӗ.

Малтанах истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Виталий Родионов чӑваш кӗнекин историйӗпе паллаштарнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ирина Лукина Ермей Рожанскин пӗрремӗш чӑваш грамматикин структури, содержанийӗ, уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен каласа панӑ, ӗҫӗн пӗлтерӗшне вара Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров ҫутатса панӑ.

Республикӑри библиотекӑсем ҫынсем кӗнеке вулаччӑр, чӑваш литератури халӑх хушшинче сарӑлтӑр тесе пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи
Яндекс Карты сайтри сӑн
Яндекс Карты сайтри сӑн

Чӑваш Республикинчи ҫичӗ шкулпа виҫӗ ача пахчи ачасене вырӑсла тата чӑвашла вӗрентме тытӑнӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров.

Министерство хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак сӑнав лапамӗсем полилингваллӑ хутлӑха йӗркелемелли проектӗн пӗр пайӗ пулӗҫ. Ҫакна чӑваш чӗлхипе кулленхи пурнӑҫра кӑна мар, вӗренӳре те усӑ курччӑр тесе тӑваҫҫӗ.

Сӑмах май, ҫу уйӑхӗнче Чӑваш Енри делегаци Хусанти «Адымнар» вӗрентӳ комплексӗпе паллашнӑ: унти вӗрентӳ ӗҫне, вӗренӳ материалӗсене, уроксен структурине, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн хутшӑнӑвне тишкернӗ. Ҫавӑн пекех Пушкӑрт Республикин тата Ҫурҫӗр Осетин вӗрентӳ системисемпе паллашнӑ.

Ҫапла майпа ЧР Вӗрентӳ институчӗ педагогсене курссем хатӗрлеме, чӑвашла математика терминӗсен словарьне тата шкулсем валли методика материалӗсем тума хушнӑ.

Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: ача пахчисенче «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» проекта пурнӑҫлама палӑртнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн пуҫлӑхӗ Николай Плотников «Атӑл.Тӑлмач» куҫаруҫӑна каллех ӗҫлеттерсе яни пирки пӗлтернӗ. Чӑваш тетелӗшӗн ку кӗтнӗ пулӑм пулса тӑнӑ.

Ҫуркунне лаборатори серверне ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн малтанхи модельсемпе усӑ курма май килеймен. Система ҫӗнелнӗ, кивӗ программи вара унпа килӗшсе тӑман. Ҫавӑнпа та куҫаруҫӑна ҫӗнӗрен вӗрентме тивнӗ. Енчен те малтанхи нейронлӑ мелпе ӗҫленӗ пулсан, «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗнче» хальхинче LLM меслечӗпе усӑ курнӑ.

Плотников палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи верси — пуҫламӑш утӑм кӑна. Пахалӑх енчен вӑл малтанхинчен кӑшт каярах юлсан та, ӑна лайӑхлатмалли меслетсем йышлӑ. Малашне программистсем майсем тупса пахалӑха ӳстерме шантараҫҫӗ.

«Атӑл.Тӑлмачпа» усӑ курма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Енчен те маларах кунне 300–700 предложени куҫарнӑ пулсан, хальхи вӑхӑтра усӑ курасси майӗпен ӳссе пырать. Кунне 50–100 предложени таран куҫарма тытӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://translate.chv.su
 

Чӑваш чӗлхи
Ҫӑлкуҫ: nono-banana AI
Ҫӑлкуҫ: nono-banana AI

Раҫҫейри влаҫсем республикӑсен патшалӑх чӗлхисемпе вӗренӳ кӗнекисен пӗрлӗхлӗ патшалӑх йышне тума йышӑннӑ. Патшалӑх правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак йышӑнӑва Раҫҫей патшалӑх чӗлхе политикин никӗсӗсене пурнӑҫа кӗртессин мероприятисен планне кӗртӗҫ.

Планпа килӗшӳллӗн специалистсем наци чӗлхисемпе литературӑна вӗрентмелли ҫӗнӗ методологие вырӑс чӗлхипе тачӑ ҫыхӑнтарса хатӗрлӗҫ. Ҫавӑн пекех шкулсем валли икӗ чӗлхеллӗ сӑмахсарсем кӑларма, вӗрентӳпе меслетлӗх базине йӗркелеме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне чӗлхесене патшалӑх реестрне кӗртмелли ӑслӑлӑх критерийӗсене те палӑртнӑ.

Чӗлхесен нумай тӗрлӗлӗхне сыхласа хӑварма кашни ҫул Раҫҫей шайӗнче преми парса чыслама, форумсемпе конференцисем ирттерме палӑртнӑ. Общество валли пӗлтерӗшлӗ литература кӑларма та патшалӑх пулӑшӗ. Ҫак ӗҫсем чӗлхесен нумай тӗрлӗлӗхне упраса хӑварма пулӑшӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tass.ru/obschestvo/27544539
 

Чӑваш чӗлхи
Ҫӑлкуҫ: irorb.ru
Ҫӑлкуҫ: irorb.ru

2026 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикинчи Илеш районӗнчи Тури Яркей ялӗнче тӑван чӗлхесемпе литература вӗрентекенсен куҫса ҫӳрекен методика семинарӗ иртнӗ. Кунта тӗрлӗ наци ҫыннисем пухӑннӑ, тӗп тимлӗхе тӑван чӗлхене тата ӑна шкулсенче вӗрентессин ҫӗнӗ меслечӗсене уйӑрнӑ. Чӑваш ачисене тӑван сӑмаха юратма вӗрентесси — ку тӗлпулури ыйтусенчен пӗри пулнӑ.

Семинарта чӑваш чӗлхипе литературине шкулта вӗрентес ӗҫри ҫӗнӗлӗхсемпе Кырмыскалӑ районӗнчи Тинӗскӳл ялӗнчи вӑтам шкулта вӑй хуракан Людмила Николаевна Павлова паллаштарнӑ. Вӑл чӑваш литератури урокӗсенче «Блум кубикӗпе» усӑ курассин опычӗ пирки тӗплӗн каласа панӑ. Ҫак меслет ачасене чӑваш чӗлхине тарӑнрах пӗлме, тӑван сӑнарлӑх тӗнчине ӑнланма тата хӑйсен шухӑшне чӑвашла ирӗклӗн палӑртма пулӑшнине палӑртнӑ. Ҫакӑн пек инноваци меслечӗсемпе усӑ курни чӑваш чӗлхи урокӗсене кӑсӑклӑрах тата тухӑҫлӑрах тунӑ, ачасен пуплевӗпе чӗлхе компетенцине аталантарнӑ.

Тӑван чӗлхене аталантарассипе ҫыхӑннӑ ҫак семинара Пушкӑртстанри 15 ытла районтан тата хуларан педагогсем, методистсем, методика пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисем пухӑннӑ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи «Иваново» микрорайонта тӗксӗм те тӗссӗр бетон юпасене муралсемпе илемлетме пуҫланӑ.

Ӳкерчӗксене спутник хулара пурӑнакан пӗр ҫын ӑс-хакӑл интеллекчӗ (ИИ) пулӑшнипе шухӑшласа кӑларнӑ. Муралсем хитре, вӗсем ҫине вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ.

Хулана илем кӳни лайӑх-ха. Анчах автор «Шупашкар ҫӑксӑр» тесе ҫырса мӗн каласшӑн пулнӑ-ши?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_273190
 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Ен делегацийӗ ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулине Хусана кайнӑ. Ҫулҫӳревӗн тӗллевӗ — икӗ тата темиҫе чӗлхепе вӗрентес ӗҫри пуян опытпа паллашасси. Ку ӗҫ республикӑра чӑваш чӗлхине вӑйлӑрах вӗрентекен полилингваллӑ шкулсемпе классен проектне пурнӑҫа кӗртме пулӑшмалла.

Вӗрентӳ институчӗн кафедра заведующийӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Анна Егорова ертсе пыракан ушкӑн «Адымнар» комплексра пулнӑ. Унта шкул директорӗсемпе чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем методика кӗнекесемпе тата нормативлӑ документсемпе паллашнӑ.

Делегаци йышӗнчисем шкулта чӗлхе хутлӑхне епле йӗркеленине, кадрсем хатӗрлесси тата ашшӗ-амӑшӗпе ӗҫлемелли меслетсене пӑхса тухнӑ. Кӳршӗсен паха опычӗ республикӑра чӑваш чӗлхине упраса хӑварма тата вӗрентӳ пахалӑхне ӳстерме май парӗ. Ку ӗҫ «Молодёжь и дети» наци проекчӗпе килӗшӳллӗ иртнӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш кӗнеке издательстви чӑвашла хӑй тӗллӗн вӗренес текенсем валли «Эпӗ чӑвашла вӗренетӗп. Я учу чувашский язык» ятлӑ кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна Тамара Артемьевӑпа Галина Брусова авторсем хатӗрленӗ, редактор ӗҫне Надежда Вечеркина пурнаҫланӑ. Ҫӗнӗ кӗнеке чӑваш чӗлхине вӗренме пуҫлакансем валли питӗ меллӗ пулӗ тесе шутлаҫҫӗ. Пӗтӗм материала 27 урока пайланӑ, вӗсенче чӗлхе грамматикипе тата фонетикипе тӗплӗн паллаштарнӑ.

Авторсем кӗнекене чӑвашла вулама, калаҫма тата ҫырма вӗрентес тӗллевпе хатӗрленӗ. Тӗслӗхрен, виҫҫӗмӗш урокра «кам?» тата «мӗн?» ыйтусен уйрӑмлӑхне ӑнлантарса панӑ: чӑваш чӗлхинче чӗрчунсем «мӗн?» ыйту ҫине хуравланине палӑртнӑ. Ку кӗнекепе шкулсенче, колледжсенче усӑ курма е чӗлхене килте хӑй тӗллӗн вӗренме сӗнеҫҫӗ. Кӗнеке чӑвашла таса та тӗрӗс калаҫма пулӑшмалла.

 

Чӑваш чӗлхи

1926 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш обкомӗн бюро ларӑвӗнче пирӗн халӑхшӑн истори пӗлтерӗшлӗ йышӑну тунӑ. Ун чухне Николай Ашмарин профессорӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» (Thesaurus linguae tschuvaschorum) пичетлесе кӑларассине ырланӑ.

Республика бюджетӗнче укҫа-тенкӗ ҫитмен пулин те, влаҫ органӗсем ку ӗҫе кая хӑварман, Мускаври Тӗп Комитетран укҫа ыйтма йышӑннӑ. Ҫак ларурах Николай Ашмарина тата чӑваш шкулне никӗсленӗ Иван Яковлева ӗмӗрлӗх пенси пама та палӑртнӑ. Ашмарин словарӗ 17 томран тӑрать, унта 54 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Ку кӗнеке чӑваш чӗлхин пуянлӑхне кӑна мар, халӑхӑн йӑли-йӗркине, культурине тата ӑслӑлӑхне упраса хӑварма пулӑшнӑ. Вӑл тӗпчевҫӗсемшӗн тата ҫыравҫӑсемшӗн чи кирлӗ энциклопеди шутланнӑ. Тӑрӑшса пухнӑ ҫак материала пухса кӑларассишӗн ҫирӗп утӑм тунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...90
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй-хал саппасӗ нумай, анчах ӑна ҫӑмӑллӑнах вак-тӗвекленсе пӗтерме пулать. Эрне варринче тавлашусем тухма пултарӗҫ — эсир тӗрӗссине ҫине тӑрса ӗнентермесен те, хӑвӑрӑн позицие лӑпкӑ палӑртӑр.

Юпа, 06

1894
132
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
49
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
29
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи